Етӗрне районӗнчи Атликасси ялӗнче пурӑнакан арҫын пушарта сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ та пульницӑна лекнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Пушар ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ӗнер, ирхи 3 сехет ҫурӑра пулнӑ. Атликассинче пурӑнакан 88 ҫулти арҫыннӑн килӗнче пушар тухнӑ. Унӑн холодильникӗ ҫунса кайнӑ. Ҫавӑн пекех кухньӑри отделка сиенленнӗ.
Кил хуҫи сӗрӗмпе наркӑмашланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Вӑрнар районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫат редакторӗ Ирина Яковлева «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. Вӑтам шкултан вӗренсе тухсан вӑл 1996 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Унти чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнчен хӗрлӗ медальпе вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 2001 ҫулта тӑван, Вӑрнар, районӗнчи хаҫатра ӗҫлеме тытӑннӑ. Халӗ вӑл — хаҫат редакторӗ.
Республикӑмӑр Элтеперӗн паянхи хушӑвӗпе «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята ҫавӑн пекех Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн оркестр артисчӗ Алексей Гурьев, Чӑваш Ен наци вулавӑшӗн секторӗн заведующийӗ Янина Горская, Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн пай заведующийӗ Наталия Громова, Вырӑс драма театрӗн костюм ҫӗлекен мастерской заведующийӗ Светлана Карасева, Етӗрне районӗнчи Тури Ачакри хресчен хуҫалӑхӗн музейӗн заведующийӗ Людмила Петрова, Шупашкарти В.А. тата Д.С. Ходяшевсем ячӗллӗ ача-пӑча 4-мӗш музыка шкулӗн преподавателӗ Маргарита Романова тивӗҫнӗ.
Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн йӑлана кӗнӗ ларӑвӗ иртрӗ. Хальхинче унта Тани Юнӑн «Иртнӗ кунсем-ҫулсем» кӗнекине хакланӑ. Чӑваш кӗнеке издательство ӗҫченӗ Ольга Иванова Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен Фейсбукри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнеке 2013 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ.
«Тани Юн (Татьяна Степановна Максимова-Кошкинская, хӗр чухнехи хушамачӗ – Бурашникова) 1903 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Етӗрне уесӗнчи (халӗ Чӑваш Республикин Етӗрне районӗ) Чурпай ялӗнче ҫуралнӑ. Пултарулӑхри малтанхи утӑмӗсене шкулти театр сцени ҫинче тунӑ, ун хыҫҫӑн Хусантан тин ҫеҫ Шупашкара куҫса килнӗ чӑваш театрӗнче вӑй хунӑ, «Чӑвашкино» тата «Востоккино» студисем ӳкернӗ фильмсенче тӗп рольсене вылянӑ. Чӑваш тата вырӑс драма театрӗсенче вылянӑ чухне ӑна Иоаким Максимов-Кошкинский асӑрханӑ. Каярахпа Иоаким Степанович унӑн мӑшӑрӗ пулса тӑнӑ.
Тани Юн сцена тата кино искусствинче ытларах палӑрнӑ пулин те, литературӑра та ҫине тӑрсах ӗҫленӗ, вырӑс ҫыравҫисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ, пьесӑсем ҫырнӑ. Унӑн «Иртнӗ кунсем-ҫулсем» кӗнеки пирвайхи хут 1972 ҫулта пичетленнӗ.
Етӗрне районӗнче пурӑнакансем сӗте йӳнӗпе туяннишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ те, тарӑхаҫҫӗ те. Ял ҫыннисемпе ӗнер республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев тӗл пулнӑ.
Парламентари Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ял ҫыннисем сӗте хальхи вӑхӑтра 18 тенкӗпе сутаҫҫӗ. Ку вӑл — 1 литр хакӗ. «Лавккари шыв та хаклӑрах», — пӑшӑрханаҫҫӗ ӗне усракансем.
Ака уйӑхӗн 17 тата 18-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи ҫынсем бойкот туса кӑтартасшӑн. Ҫав икӗ кун вӗсем сӗте сутасшӑн мар. Хыснаран уйӑракан субсиди сахал тесе калаҫҫӗ-мӗн ял ҫыннисем. Вӗсен шучӗпе тӗллевлӗрех пулӑшмалла, пысӑках мар кооперативсем йӗркелемелле, сӗте вырӑнта тирпейлемелле, посредниксем кирлӗ мар.
Ял ҫыннисене усламҫӑсем сутӑн илекен сӗт йӳнелни пӑшӑрхантарать. Етӗрне районӗнчи Яракассинче пурӑнакансем кунпа килӗшесшӗн мар, усламҫа ялӗпех сӗт пама пӑрахасшӑн.
Пушӑн 26-мӗшӗнченпе унта сӗте 18 тенкӗпе йышӑнаҫҫӗ. Унччен 24 тенкӗ пулнӑ. Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, капла ӗне усранин усси ҫук. Ара, чылайӑшӗшӗн вӑл тупӑш тумалли пӗртен-пӗр мел-ҫке-ха.
«Сӗт лавккари газлӑ шывран та йӳнӗрех пулса кайрӗ», - теҫҫӗ ҫынсем. Ӗне усрама вара ҫӑмӑл мар: ҫулла утӑ туса илме те самай укҫа кирлӗ. Ял ҫыннисем пуха туса пурте усламҫа сӗт пама пӑрахма калаҫса татӑлнӑ.
Паян Чӑваш Енри тепӗр артист хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Театр ӳнерне аталантарассине тӳпе хывнӑшӑн, профессири пысӑк ӑсталӑхшӑн, нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Петр Садовникова «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» хисеплӗ ят пама йышӑннӑ.
Петр Садовников К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет. Вӑл 1972 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Лапракасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1993 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен), актер факультетӗнчен, вӗренсе тухнӑ.
Маларах Чӑваш академи симфони капеллин оркестр артистне Екатерина Маркитановӑна тата Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артистне Леонид Яргейкина «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят пама _/news/28125.html_|йышӑннӑччӗ__.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енри икӗ артист хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.
Музыка ӳнерне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Чӑваш академи симфони капеллин оркестр артистне Екатерина Маркитановӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят пама йышӑннӑ. Екатерина Петровна «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта ҫуралнӑ, Новосибирскри Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнчен 2010 ҫулта вӗренсе тухнӑ.
«Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ята Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Леонид Яргейкин та тивӗҫнӗ. Унӑн театр ӳнерӗнчи тӑрӑшӑвне тата вӑл нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленине шута илнӗ. Леонид Алексеевич Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнче 1982 ҫулта ҫуралнӑ. 2005 ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче чӗрчунсемпе кайӑксен маршуртне тӗрӗсленӗ. Юр ҫинчи йӗрсене кура вӗсен шутне палӑртнӑ.
Етӗрне районӗнчи А.П.Айдак ячӗллӗ этноҫутҫанталӑк паркӗнче ултӑ пӑлан ами (выр. благородный олень) пурӑнать. Пӗлтӗр чӳк-раштав уйӑхӗсенче вӗсемпе пӗрле аҫи те пулнӑ. Анчах хальхинче вӑл шута лекмен.
Палӑртмалла: кунашкал пӑлансен популяцийӗ 2018 ҫулта йӗркеленме тытӑннӑ. Йӗпреҫ тата Улатӑр районӗсенче кунашкал пӑлансене 30 ҫул каялла, иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче, шута илнӗ.
Етӗрнесен ентешлӗхне йӗркеленӗренпе кӑҫал 25 ҫул ҫитет. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, юбилее хатӗрленсе ирттерес тӗллевпе йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне пухӑннӑ. Унта уяв датине малтанласа палӑртнӑ. Хальлӗхе калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, етӗрнесем юбилее ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пухӑнӗҫ.
Юбилей каҫӗнче тӗрлӗ курав ӗҫлӗ, Етӗрне районӗнчи пултарулӑх коллективӗсен концерчӗ пулӗ.
Уява Етӗрне районӗнче пурӑнакансем те, унта ҫуралса ӳссе тӗрлӗ ҫӗре саланнисем те пухӑнӗҫ.
Етӗрне районӗнче 62 ҫулти хӗрарӑм суд сакки ҫине ларнӑ. Вӑл хӗрне ҫӗҫӗпе суранлатнӑ. Куншӑн суд ӑна тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха айӑпланӑ.
Суд ларӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӑл хӗрӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Лешӗ ачине воспитани паман-мӗн, килтен тӑтӑшах тухса кайнӑ, темиҫе кун ҫухалса ҫӳренӗ.
Хӗрарӑм судра хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Судья прокуратура шухӑшӗпе килӗшсе хӗрарӑма тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |